Ҫӗрпӳ тата Канаш районӗсенче пурӑнакан икӗ ҫын ултавҫӑсене аллине лексе шар курнӑ. Хайхискерсем сутса тупӑш тӑвас вырӑнне тӑкак ҫеҫ курнӑ.
Ҫӗрпӳ районӗнче пурӑнакан 68 ҫулти арҫын ҫӗрулми сутни пирки тӗнче тетелӗнче хыпар лартнӑ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ та банкомат патне пыма ыйтнӑ. Хайхискер таваршӑн укҫа тӳлесе хурассине ҫирӗплетсех каланӑ. Сутуҫӑ япӑххи пирки шутламан, ултавҫа банк карттин реквизичӗсене пӗлтернӗ. Ҫапла майпа унӑн счечӗ ҫинчен 65 пин тенкӗ «ураланнӑ».
Канаш районӗнче пурӑнакан 58 ҫулти арҫын ҫапла майпах улталаннӑ. Вӑл утӑ сутнӑ. Ултавҫӑсем ҫав схемӑпах ӗҫленӗ. Ҫак арҫыннӑн карточки ҫинчен 10 пин тенкӗ ҫухалнӑ.
Виталий Петрович Станьялпа Алексей Петрович Майраслова Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ ҫынни ята тивӗҫнӗ. Ку пирки вырӑнти депутатсен пухӑвӗ иртнӗ ҫул раштавӑн 14-мӗшӗнче йышӑннӑ.
Виталий Станьяла Чӑваш Республикин Ҫеҫпӗл Мишши фончӗ Ҫеҫпӗл Мишшин ятне нумай ҫул хушши ҫӗкленӗшӗн тӑратнӑ. Алексей Майраслова вара Шупашкарти паллӑ поэтӑн бюстне ӑсталанӑшӑн тивӗҫ тесе сӗннӗ.
Чыслав кӑрлач уйӑхӗн вӗҫӗсенелле иртмелле.
Аса илтерер, 2004 ҫулхи чӳкӗн 10-мӗшӗнче ҫак ята Валерий Туркайпа Пётр Ивантаев тивӗҫнӗччӗ — вӗсем ку ята Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне сарас тата Ҫеҫпӗл Мишшин тӑван ялӗнчи асӑну комплексне уҫас тӗлӗшпе ҫине тӑрса ӗҫленӗшӗн илнӗччӗ.
Алексей Майраслов — паллӑ кӳлепеҫӗ. Вӑл 1939 ҫулхи акан 8-мӗшӗнче Енӗш Нӑрваш (Тӑвай районӗ) ялӗнче ҫуралнӑ. 2008 ҫулхи ҫӗртмен 2-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Андриян Николаев, Василий Фёдоров артист, Ҫеҫпӗл Мишши, Иван Яковлев, Константин Иванов, Порфирий Афанасьев сӑнарӗсене калӑпланӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан арҫын республикӑри патшалӑх харпӑрлӑхӗнчи ҫӗрпе саккунсӑр усӑ курнӑ. Вӑл ҫӗрпе усӑ курмалли килӗшӳ туман, анчах ҫав лаптӑк ҫинче ҫурт хӑпартса лартнӑ.
Ҫапах ку ҫӗре тара илмелли тӳлеврен хӑтармасть. Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче суд ӑна парӑм пирки аса илтернӗ. Сахал мар: 956 пин тенкӗ ытла. Суд аса илтернӗ кӑна мар, арҫыннӑн парӑма татма тивнӗ.
Палӑртмалла: пӗлтӗрхи ака уйӑхӗнчех ҫак арҫынна суд йышӑнӑвӗпе паллаштарнӑ, ҫӗре тара илнӗшӗн парӑма татмаллине асӑрхаттарнӑ. Анчах хайхискер хӑнк та туман.
Шел те, Ҫӗнӗ ҫул уявӗ инкексӗр иртмен. Уяв умӗн пӗр кун маларах Комсомольски районӗнчи Ҫӗнӗ Мӑрат ялӗнче пушар алхаснӑ, унта икӗ ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.
Раштав уйӑхӗн 30-мӗшӗнче 11 сехетре ялти пӗр ҫурт ҫунма тытӑннӑ. 58 ҫулти кил хуҫи тата унӑн тӑван пиччӗшӗ (1958 ҫулта ҫуралнӑскер) пушартан тухайман. Халӗ ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ.
Ҫав кунах Канаш районӗнчи Шӑхасанта та ҫурт ҫуннӑ. Унта пушар каҫхи 10 сехет ҫурӑра алхасма тытӑннӑ. Юрать, кил хуҫи урама тухайнӑ, унӑн алли тата пичӗ пиҫсе кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, пушар тухнинче вӑл хӑй айӑплӑ: асӑрханмасӑр пирус туртнӑ.
Каласа хӑвармалла: 2018 ҫулта республикӑра 925 пушар пулнӑ, вӗсенче 78 ҫын вилнӗ, 87-шӗ суранланнӑ. 352 ҫынна пушартан ҫӑлма май килнӗ.
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев васкавлӑ пулӑшура тата вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсене машина уҫҫисем панӑ. Шурӑ халатлисене илсен, транспорт Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Канаш, Ҫӗмӗрле, Етӗрне хулисемпе тата Патӑрьел районӗсене лекнӗ.
Васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн службине кӑҫал 235 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Пурӗ 84 автомашина туяннӑ.
Республика ертӳҫи Шупашкар хулинчи Ленин районӗнчи 2-мӗш подстанцири реанимаци уйрӑмӗнче вӑй хуракансене мухтанӑ, вӗсенчен хӑшӗсене Михаил Игнатьев Элтепер Тав хучӗсемпе чысланӑ.
Вӑрмансене пушартан сыхламалли автомашинӑсене улатӑрсем, вӑрнарсем, йӗпреҫсем, канашсем, сӗнтӗрвӑррисем, шӑмӑршӑсем, ҫӗмӗрлесем, етӗрнесем тата Шупашкар районӗсем тивӗҫнӗ.
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҪҪХПИ посчӗ патне халӗ аслисем кӑна мар, ачасем те туртӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Елкӑсене капӑрлатнӑ, вӗсен тавра – Юр кӗлеткесем. Вӗсене те гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Хӑшӗ-пӗри музыка инструменчӗ тытнӑ, теприсен – капӑр калпакпа шарф.
Ҫавӑнтах Хӗл мучипе Юр пике вырӑн тупнӑ. «С Новым годом!» (шел, чӑвашла мар) тесе ҫырма та манман. Илемлӗ инсталляци иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклет, уяв тӗлне кӑмӑла хӑпартать.
Ҫак илеме Шӑхасан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсемпе ҪҪХПИ инспекторӗсем тунӑ.
Канаш районӗнче пурӑнакан 65 ҫулти арҫынна влаҫ ҫыннине халӑх умӗнче киревсӗр сӑмахсемпе хӑртнӑшӑн айӑпланӑ. Суд приговорӗпе килӗшӳллӗн, ӑна 10 пин тенкӗ штраф тӳлеттернӗ.
Следстви тата суд акӑ мӗн палӑртнӑ: авӑн уйӑхӗнче ҫак арҫын ял тӑрӑхӗн администрацине килнӗ, хӑй ӳсӗр пулнӑ. Чӑваш Ен прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакскер ытти ӗҫчен умӗнчех пуҫлӑха киревсӗр сӑмахсемпе хӑртса тӑкнӑ.
Айӑпланнӑ арҫын судра айӑпне йышӑннӑ, хӑйӗн киревсӗр ӗҫӗшӗн ӳкӗннӗ.
Мускаври «Обелиск» шырав отрячӗ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене шырать. Вӑл — Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. 10-мӗш ҫарӑн 255-мӗш стрелок полкӗн йышӗнче пулнӑ.
«Чӑваш Енри Канаш районӗнчи Караклӑ ял тӑрӑхӗнчи Караклӑ ялӗнче пурӑннӑ Степан Иванович Зайцев тӑванӗсене унта шыраса тупма май килмерӗ. Ҫапах та унӑн ҫывӑх ҫыннисем Чӑваш Енрех пурӑннине шанас килет», – тесе ҫырнӑ шырав отрячӗн командирӗ Михаил Поляков.
1943 ҫулхи юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче ҫырнӑ «Донесения о безвозвратных потерях» текен ҫӑлкуҫра Зайцевӑн ял ятне йӑнӑшпа «Кувырки», районне «Калирский район» тесе кӑтартнӑ.
Степан Иванович мӑшӑрӗн ячӗ – Анастасия Федоровна Зайцева.
Степан Зайцев 1943 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пуҫ хунӑ. Шырав отрячӗн хастарӗсем ҫар ҫыннин тӑванӗсене унӑн япалисене парасшӑн тата ӑна ӑҫта пытарнине пӗлтересшӗн.
Чӑваш Енре ҫанталӑк самай сивӗ тӑрать. Шел те, ҫак кунсенче инкек те пулнӑ: пӗр ҫын шӑнса вилнӗ.
«Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Канаш районӗнчи пӗр ялта хӗрарӑм килӗ умӗнчех шӑнса вилнӗ. Унӑн виллине пӳрчӗ ҫумӗнчи ҫырмара тупнӑ. Вӑл 66 ҫулта пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Асӑрханӑр: канмалли кунсенче синоптиксем ҫанталӑк сивӗтессине пӗлтереҫҫӗ. Сывлӑш температури 23 градус сивве ҫитмелле.
Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа республикӑра пурӑнакансем ҫӳп-ҫап илсе тухнӑшӑн укҫа тӳлеме пуҫларӗҫ. Аса илтерер: ку тӳлев 1 ҫын пуҫне 74,44 тенкӗпе танлашать. Ку ҫӗнӗлӗх чылай ҫынна тавлаштарнӑ. Ара, чылай ялта ҫӳп-ҫапа пӗмешкӗн контейнер та ҫук-ҫке.
Контейнер лартман пулсан укҫа тӳлемелле мар, кун пек чухне ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗн акт тумалла та ӑна регионти оператора памалла. Лешӗ куншӑн перерасчет тӑвать. Кун пирки «Экоцентр» МВК» тулли мар яваплӑ общество пӗлтерет.
Тӗрӗссипе, ку реформа пирки чылай маларах калаҫма пуҫланӑ. Апла пулин те пур ял тӑрӑхӗ те хатӗрленсе ҫитеймен, ялсенче контейнерсем лартман. Вырӑнти пуҫлӑхсен халӑхпа пуху ирттермелле, унта контейнер лартса ҫӳп-ҫапа хӑш вырӑна пӑрахассине татса памалла пулнӑ.
Регионти оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, 291 ял тӑрӑхӗнчен 171-шӗ кӑна кун пирки сведени панӑ. Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Канаш, Вӑрмар, Муркаш, Куславкка районӗсем васкамаҫҫӗ-мӗн.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.11.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Левитская Лия Сергеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |